Автор: Павлова Марта Михайловна Должность: учитель чувашского языка и литературы Учебное заведение: МБОУ "СОШ № 50" Населённый пункт: г. Чебоксары, Чувашская Республика Наименование материала: методическая разработка урока Тема: "Ÿсет, капăрланать республикăн тĕп хули" Раздел: среднее образование
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕ
«Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 50-мĕш вăтам шкул» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле
вĕренÿ бюджет учрежденийĕ
Урок теми:
«Ÿсет, капăрланать республикăн
тĕп хули»
Урок авторĕ:
Павлова Марта Михайловна,
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан
50-мĕш
вăтам
шкулта
чăваш
чĕлхине вĕрнтекен
Шупашкар
2015
Ÿсет, капăрланать республикăн тĕп хули
(Мультимедиа хатĕрĕсемпе усă курса вырăс шкулĕн
9-мĕш класĕнче ирттермелли урок)
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Сапăрлăх тĕллевĕ:
Шупашкарăн илемне курма, упрама вĕрентесси. Тăван çĕр-шыва,
тăван хуламăра, тăван вырăнсене юратас туйăма ачасенче вăратасси.
Пĕлÿ
т ĕ ллевĕ:
«Ÿсет,
капăрланать
республикăн
тĕп
хули»
ятлă
калава
вуласа
тишкересси, тĕп шухăшне палăртасси, ыйтусем çине хуравласси.
Аталантару
тĕллевĕ:
Шупашкар çинчен
вуласа
тĕп ч е в ĕçне
тăсасси,
ачасен
тавракурăмне аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.
Урок
мелĕсемпе
меслечĕсем:
учитель
сăмахĕ,
кăтартуллă
вулав,
ачасен
илемлĕ
вулавĕ,
словарь ĕçĕ, ыйту-хурав, пĕчченшерĕн калани, хорпа калани, слайдсемпе усă
курни, сăмах майлашĕвĕсем, предложенисем йĕркелени, çыхăнуллă калав йĕркелени.
Словарь ĕçĕ:
хула ăшĕ
–
внутренность города
хула тулашĕ
–
внешность города
кивĕ хула
–
старая часть города
хальхилле – по-современному
мăнаçлă – величественно
Кирлĕ
х а тĕрсем:
компьютер,
мультимедиа
проекторĕ,
экран,
слайдсем,
магнитофон, кассета, Чăваш Республикин карти, кĕнекесен тата укерчĕксен выставки.
Урок эпиграфĕ: «Юратнă хула, шурă Шупашкар,
Куллен-кун эс çĕклен, çунат сар».
В.Давыдов-Анатри.
Усă курнă литература:
1. Андреев И.А., Гурьева Р.И. Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 9-мĕш класĕ валли. –
Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2008. – 318 с.
2.
Кузьмина
Л.Н.
Чăваш
чĕлхи
урокĕсем.
Вырăс
шкулĕсенче
усă
курмалли
материалсем. Шупашкар: Л.А. Наумов изд-ви, 2006. – 64-71 с.
3. Кульев О.Г. Тăван ен культури: 5-мĕш класс валли. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке
изд-ви, 2002. – 68-73 с.
4. Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм… / Çил çунат. – Çурла, 2002. – 15 с.
5.
Виноградов
Ю.М.,
Виноградова
Г.М.
Орфографи
словарĕ.
Тĕрĕс
çырмалли
правилăсем. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн редакципе изд-во пайĕ,
2002. – 304 с.
Урок юх ă мĕ
I. Класа урока хатĕрлесси.
– Ырă кун пултăр, ачасем. Паян пирĕн патра ырă хăнасем. Вĕсене сывлăх сунар.
– Ырă кун пултăр, хăнасем.
– Шăппăн ларăр. Ачасем ан хумханăр, лăпкă пулăр. Урокра пĕр-пĕрне ăнланса, тухăçлă
ĕçлеме ăнăçу сунатăп сире.
II. Урок темипе тĕллевĕсене пĕлтересси.
2
–
Халĕ сирĕнпе юрă итлетпĕр.
Шупашкар çинчен юрă янăраса каять.
–
Ачасем, сирĕн çак юрра итленĕ май мĕнле туйăм çуралчĕ? Мĕн çинчен çырнă-ши
кунта? (Ачасен хуравĕсем) Тĕрĕс, тăван хуламăр çинчен çырнă. Апла пулсан, паянхи
урокра сирĕнпе Шупашкарăн илемĕпе киленĕпĕр.
Доска çине пăхса урок темине пурте
пĕрле
вулатпăр:
«Ÿсет,
капăрланать
республикăн
тĕп
хули».
Антонимсем
çинчен
аса
илĕпĕр.
1)
Урок эпиграфĕпе паллаштарасси.
«Юратнă хула, шурă Шупашкар,
Куллен-кун эс çĕклен, çунат сар».
В. Давыдов-Анатри.
–
Шурă Шупашкар тенине мĕнле ăнламалла? (Таса та илемлĕ хула тенине пĕлтерет.)
–
Чăннипех
те
Шупашкар
куллен-кун
ÿссе,
хитреленсе
пырать.
Шурă-шурă
Шупашкар тесе калаççĕ халăхра. Пирĕн хуламăр шурă пăрахут пекех курăнать.
III. Çĕнĕ темăна вĕренме хатĕрлесси.
1)
Умĕнхи калаçу
–
Карта çинче тупар-ха, ăçтарах вырнаçнă-ши Шупашкар?
–
Шупашкарăн мĕнле символсем пур?
– Шупашкар хули ăçта вырнаçнă?
– Унта миçе çын пурăнать?
– Шупашкарта хăш халăх çыннисем пурăнаççĕ?
–
Вырăс тата чăваш чĕлхисем мĕнле чĕлхесем шутланаççĕ?
– Хула мерĕ кам? (Леонид Ильич Черкесов)
– Чăваш Республикин президенчĕ кам? (Михаил Васильевич Игнатьев)
( Ачасен выстăвкипе ĕçлесси, предложенисем тупасси.)
IV. Çĕнĕ темăпа
ушкăнсенче ĕçлесе паллашасси.
Словарь ĕçĕ:
хула ăшĕ
–
внутренность города
хула тулашĕ
–
внешность города
кивĕ хула
–
старая часть города
хальхилле – по-современному
мăнаçлă – величественно
1) Текстпа ĕçлесси
Ачасем текста пайăн-пайăн вуласа ăнланаççĕ. Пайсене вуланăçемĕн кĕскен вырăсла
каласа параççĕ, ыйтусем çине хуравлаççĕ.
1-мĕш ушкăн.
«Ÿсет, капăрланать республикăн тĕп хули» калавăн 1-2-мĕш пайĕсене вуласа тухса
çак ыйтусем çине хуравлама хатĕрленет.
– Истори докуменчĕсенче Шупашкара пуçласа хăш çулта асăннă?
– Шупашкар истроине кам-кам тĕпченĕ?
2-мĕш ушкăн.
3-4-мĕш пайсене вуласа тухать. Ыйтусем çине хуравлать.
– «Шупашкар» тени мĕне пĕлтерет?
– «Чебоксар» ят мĕнле пайсенчен тăрать, мĕне пĕлтерет?
3-мĕш ушкăн.
5-6-мĕш пайсене вуласа тухать. Ыйтусем çине хуравлать
– Миçемĕш çулта Шупашкар крепость пулса тăнă? Унта камсем пурăннă?
3
– XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Шупашкар мĕншĕн уезд хули кăна шутланнă?
– Эсир Шупашкарăн хăш пайĕнче пурăнатăр? Сире хăвăр пурăнакан район килĕшет-
и?
Пĕтĕмлетÿ.
Халĕ Шупашкар – республикăн экономикăпа культура центрĕ. Халăх
йышĕ çур миллиона çывхарать. 2009 çулхи август уйăхĕнче Шупашкар хăйĕн 540 çулне
анлăн палăртрĕ. Пысăк уяв тĕлне хула пушшех капăрланчĕ, илемлĕрех курăнакан пулчĕ.
2003 çулта вăл Раççейри чи таса та хăтлă хуласенчен пĕри пулса тăчĕ.
2) Сăвăпа ĕçлесе антонимсем çинчен аса илесси.
– Мĕнле сăмахсене антонимсем теççĕ? (Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем)
1-мĕш ушкăн В.Туркайăн «Шупашкар» ятлă сăввипе ĕçлетпĕр.
Ку вăл – манăн Шупашкарăм:
Чăваш мăшкăлĕ, мухтавĕ,
Чăваш савăнăçĕ, терчĕ,
Чăваш ĕмĕчĕ, инкекĕ,
Чăваш тамăкĕ, çăтмахĕ...
Ку вăл – манăн Шупашкарăм.
мăшкăл –мухтав (позор – слава)
савăнăç – терт ( веселье – мучение)
ĕмĕт – инкек (желание – несчастье, бедствие)
тамăк – çăтмах ( ад – рай)
2-мĕш ушкăн.
Эсĕ ырă та, хаяр та,
Эсĕ çепĕç те, кăнттам та,
Эсĕ ăслă та, айван та,
Эсĕ чухăн та, пуян та
Эсĕ – Турă та, Шуйттан та,
Шупашкарăм, Шупашкар!
ырă – хаяр
çепĕç – кăнттам
ăслă – айван
чухăн – пуян
Турă – Шуйттан
3-мĕш ушкăн.
…Чăваш тамăкĕ, çăтмахĕ,
Чăваш чăнлăхĕ, ултавĕ,
Чăваш мăшкăлĕ, мухтавĕ,
Чăваш каçĕ, Чăваш ирĕ...
Ку вăл – манăн Шупашкар.
тамăк – çăтмах
чăнлăх – ултав
мăшкăл – мухтав
каç – ир
3) Хальхи Шупашкар çинчен видеоролик пăхасси.
Ачасем Шупашкар çинчен вуласа параççĕ.
4
– Шупашкар çинчен çырнă калавсем пур. Халĕ çав калавсене вулатпăр. Доска патне
тухатпăр.
Андреева
Наталья,
Смирнова
Регина,
Обаськин
Дима,
Кузнецова
Наталья,
Павлова Алевтина хăйсен калавĕсене вуласа параççĕ.
1) Шупашкар – Чăваш Республикин тĕп хули. Вăл анлă Атăл хĕрринче вырнаçнă.
Шупашкарта тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ: чăвашсем, вырăссем, тутарсем, мордвасем
тата ыттисем те.
Шупашкара
виçĕ
района
пайланă:
Мускав,
Ленин
тата
Калинин.
Эпĕ
Мускав
районĕнче пурăнатăп, 50-мĕш шкула çÿретĕп. Мана хамăн хула питĕ килĕшет.
2) Шупашкар – манăн юратнă хула. Шупашкарта
кĕперсем пур. Вĕсем çаксем:
Октябрь, Гагарин, Калинин, Мускав тата Сăкăт кĕперĕ. Кĕпер айĕнче анлă залив сарăлса
выртать. Атăл илемĕпе çулталăкăн кашни вăхăтĕнче киленме пулать. Çулла заливра 2
пысăк фонтан ĕçлет, илемлĕ те симĕс йывăçсем кашласа лараççĕ. Хĕлле вара хула шурă
тум
тăхăнать.
Атăл
хĕрринче
Оперăпа
балет
театрĕн
çурчĕ
пур.
Заливран
тăварах
Правительство çурчĕ курăнать. Атăл тăрăх пысăк карапсем, катерсем çÿреççĕ. Çулла эпир
катамаранпа ярăнма çÿретпĕр. Мана Шупашкар питĕ килĕшет.
3) Мана Шупашкарта Атăл хĕрри килĕшет. Кунта залив вĕçĕнчи лутра сăрт çинче
хĕрарăм монастырĕн çурчĕсем курăнаççĕ. Çулла çынсем залив хĕрринче уçăлса çÿреме
юратаççĕ, ачасем валли кунта вылямалли вырăнсем нумай.
Пирĕн хула чи таси, çаванпа ăна пирĕн юратмалла, упрамалла, унпа мухтанмалла.
4) Шупашкар – питĕ илемлĕ те таса хула. Пирĕн пата килекен хăнасене, туристсене
хула питĕ килĕшет. Хăйĕн тасалăхĕпе пурне те тĕлĕнтерет.
Пирĕн хула пур вăхăтра та хитре. Çуркуннепе çулла тата илемлĕрех. Урамсенче
йывăçсем сип-симĕс кашласа лараççĕ. Клумбăсем çинче чечексем ешереççĕ.
Пушă вăхăтра çынсем залив хĕрне анаççĕ. Атăлта акăшсем ишсе çÿреççĕ.
Шупашкарта пурăнма питĕ аван.
4) Шупашкарти паллă вырăнсем.
1-мĕш ушкăн
Шупашкарти театрсем.
Чăваш патшалăх академи
драма театрĕ К.И.Иванов ячĕпе хисепленет. Ăна пуçарса
яраканĕ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский пулнă.
Вырăс драма театрĕ
куракана
В.Шекспир, Ж..Б.Мольер, А.Грибоедов,
А.Чехов,
М.Горький
тата
ытти
нумай
авторăн
пьесисемпе
савăнтарать.
Чăваш
драматургĕсен
ĕçĕсене те вырăсла куçарса сцена çине кăларать.
Çамрăксен театрĕ Трактор завочĕн керменĕнче ĕçлет.
Оперăпа балет театрĕ. Кунта ытларах
опера, опереттăпа балет лартса савăнтараççĕ.
Чăваш патшалăх пукане театрĕ.
2-мĕш ушкăн.
Палăксем
1) Чăваш хĕрарăмне халалласа лартнă палăк
2) Вокзалтан иртсен çÿллĕ постамент çинче хĕç тытнă юланутçăна куратăр. Ку
В.И.Чапаев палăкĕ.
3) А.Г.Николаев урамĕнче унăн палăкне куратпăр. Космонавт гермошлемпа. Вăл унпа
тĕнче уçлахне вĕçнĕ. Ку 1963 çулта пулнă.
4) Тĕп библиотека умĕнче И.Я.Яковлева халалласа лартнă палăк. Чăваш халăхне
çутта кăларакан кунта та кĕнекепе ларать. «Вĕренĕр. Вĕренни яланах кирлĕ», – тенĕн
туйанать.
5) Кăшт аяларах ансан сулахай енче Çеçпĕл Мишшине хисеплесе лартнă палăк пур.
6)
К.И.Иванов
палăкне
Атăл
хĕрринче
куратпăр.
Вăл
чăваш
халăхне
«Нарспи»
поэмипе çÿле çĕкленĕ.
5
3-мĕш ушкăн.
Чăвашран тухнă паллă çынсем.
Чăвашсен те тĕнчипе чапа тухнă паллă çынсем пур. Вĕсем
хушшинче
– Андриян
Григорьевич
Николаев
(1929-2004),
космоса çул уçакансенчен
пĕри. Юрий Гагаринпа
Герман Титов хыççăн вăл тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ виççĕмĕш çын.
Граждан вăрçин легендарлă геройĕн Василий Иванович Чапаевă
н(1887-1919) ятне
эпир пĕчĕкрен пĕлетпĕр. Вуншар поэт, художник, композитор хăйĕн хайлавĕсене ăна
халалланă. Вăл Шупашкар вырăнĕнче ларнă Будайка ялĕнче çуралнă.
Ашмарин Николай Иванович(1870-1933) — паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн
никĕсне хываканĕ. 1870 çулхи юпан 4-мĕшĕнче Етĕрнере çуралнă. Николай Ашмаринăн чи
пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ — чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ — «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки».
Унта пурĕ 40 пин сăмаха яхăн.
Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930). Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна
Кушки ялĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ. Чĕмпĕрти чăваш
шкулне уçнă, чăваш алфавитне çырнă. Чăвашсен пĕрремĕш букварьне кăларнă.
Петр Петрович Хусанкай(1907-1970) – чăваш халăх поэчĕ. Тутар Республикинчи
Элкел
районĕнчи
Сиктĕрме
ялĕн ч е çуралнă.
Çеçпĕл
сăввисене,
«Нарспи»
поэмăна
куçараканĕ.
Поэмăс е м çырнă:
«Таня»,
«Аптраман
тавраш»,
«Тăв а н çĕр-шыв»,
Тилли
юррисем» тата ыттисем те.
Константин Васильевич Иванов(1890-1925) – чăваш литературин классикĕ, поэт-
драматург.
Пушкăрт
Республикинчи
Пелепей
районĕнчи
Слакпуç
ялĕн ч е çуралнă.
И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ.
17 çулта «Нарспи» поэма çырнă.
Унăн хайлавĕсем: «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм», «Икĕ хĕр».
Çе
ç
ĕ
пĕл – Кузьмин Михил Кузьмич (1899-1922)
– чăваш совет поэзийĕн никĕсне
хывнă поэт, куçаруçă. Канаш районĕнчи Касакасси Шĕкĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. «Пурнăçпа
вилĕм», «Чăваш чĕлхи», «Эп вилсен» тата ытти нумай сăвă авторĕ.
Надежда Васильевна Павлова – чăвашран тухăн тĕнчипе паллă балерина. Вăл
Шупашкарта çуралнă. Вун тăхăр çултах Мускаври Пысăк театрăн солистки пулса тăнă.
Ăна нумай балет-спектакльте тĕп рольсем шанса панă: «Ромеопа Джульетта», «Любовь за
любовь» тата ыттисем те.
– Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, хамăр та вĕсем пек пулма тăрăшатпăр.
VIII. Çыру ĕçĕ.
– Шупашкар çинчен синквэйн тăватпăр.
япала ячĕ
Шупашкар
паллă ячĕ
илемлĕ, мăнаçлă
ватă, пысак мар
глагол
ÿ с е т ,
х и т р е л е н е т ,
капăрланать
илемленет,
пуянланать,
çĕкленет
предложени
мăнаçлă
Шупашкар
ÿсет,
капăрланать.
ватă
Шупашкар
илемленет,
çĕкленет.
п.я. + я.я.
(метафора)
чаплă хула
ватă хула
Шурă, илемлĕ, çĕнелнĕ, хитре, мăнаçлă, ватă, капăр, пысăк, таса, çÿллĕ, паха.
Çĕкленет, ÿсет, тĕрекленет, капăрланать, пуянланать, илемленет, хитреленет.
IХ. Пуç ватмăшĕпе ĕçлесси. Тĕп сăмахĕ Шупашкар.
Ш у
р
ă
х
у
л
а
п
а
с
а
р
с
а
к
ш к
у
л
к
ĕ
п
е
р
а
т
ă
л
у
р
а
м
6
1. Шупашкара халăхра мĕн тĕслĕ теççĕ?
2. Республикăра 9 … .
3. Суту-илÿ тумалли вырăн.
4. Ывăнсан ларса канмалли япала.
5. Ачасем вĕренекен çурт.
6. Алăсăр, урасăр … хывать.
7. Европăри чи пысăк юхан шыв.
8. Унăн икĕ айккипе çуртсем, йывăçсем лараççĕ.
Х. Вĕреннине пĕтĕмлетесси. Ачасен пĕлĕвне хакласси. Киле ĕç парасси.
– Паян эпир сирĕнпе мĕн çинчен калаçрăмăр?
– Шупашкар илемне эсир ăçта куратăр?
Пĕтемлетÿ.
Шупашкар – илемлĕ те таса хула. Хулара çÿллĕ çуртсем, парксем,
шкулсем, театрсем, библиотекăсем, фабрикăсем, заводсем пур. Тăван хуламăр мана
питĕ
килĕшет.
Халĕ
сирĕнпе
В.Давыдов-Анатрин
сăввипе
А.Никитин
кĕвĕленĕ
«Тăван Шупашкар» ятлă юрра итлетпĕр.
1. Шупашкарăм, тăван Шупашкар,
Чунтанах юрататăп сана.
Куллен-кун эс çĕклен, çунат сар,
Сăнупа илем кÿр таврана.
х/ю Юратнă хула, шурă Шупашкар,
Куллен-кун эс çĕклен, çунат сар,
Юратнă хула, тăван Шупашкар,
Сăнупа илем кÿр таврана.
7